Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӑн Культура ҫуртӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине, Литературӑпа Константин Иванов ҫулталӑкне, вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене юбилейӗсене халалланӑ чаплӑ гала-концерт иртрӗ. Ял тӑрӑхӗсен йӑлана кӗнӗ смотр-отчечӗсем вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсен чи лайӑх номерӗсене суйласа илнӗ, шӑпах ҫавсене курма халӑх йышлӑ пухӑннӑ та. Районти чи лайӑх хор, ташӑ, фольклор коллективӗсем хутшӑнчӗҫ гала-концерта. Пӗччен е иккӗн юрлакансем те, кулӑшла сценкӑсем кӑтартакансем те, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ. Вӗсене залта ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Чи малтанах ачасен пултарулӑхӗ пирки каласа хӑварас килет. Ҫитӗнекен ӑру сцена ҫине тухни пурин кӑмӑлне те каять, ку хутӗнче те ачасен хорӗ шӑрантарнӑ юрӑсемпе, илемлӗ ташӑсемпе куракан кӑмӑллӑ юлчӗ. Штанаш, Пантьӑк, Хӗрлӗ Чутай, Кив Атикасси ял тӑрӑхӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем чӑваш ташши-юррисемпе савӑнтарчӗҫ.
Штанашсен Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе ҫыхӑнтарса лартса панӑ ӗлӗкхи чӑваш туйӗ, ташӑ-юрӑ композицийӗ куракансен кӑмӑлне кайрӗ.
Хӗрлӗ Чутайӗнче паян водительсен слечӗ иртнӗ. Унта вырӑнти тӳре-шара, РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Шумерлинский» ҫурт-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Слет пирки пӗлтернӗ май район администрацийӗнче райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров водительсен ӗҫӗ питӗ яваплине палӑртнине пӗлтернӗ. Водителӗн професси ӑсталӑхӗнчен ҫынсен пурнӑҫӗ килет тесе каланине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Галкин машинӑпа ытлашши васкамасӑр ҫӳреме, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма чӗнсе каланӑ-мӗн. Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхмаллине тата ыттине аса илтернӗ.
Тӳре-шара калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн чи лайӑх водительсене наградӑланӑ. Ку чыса «Коминтерн» кооперативри Олег Сапожников, Хӗрлӗ район пульницинчи Сергей Сезяйкин, «Резон» обществӑри Андрей Архипов, «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатри Николай Исправников, Н.И. Лисаев хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчи Юрий Тибогайкин водительсем тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (16)
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Пирӗн пурнӑҫ» район хаҫачӗн редакцине пичет ӗҫӗн ветеранӗсем, штатра тӑман корреспондентсем пухӑнчӗҫ. Тӗлпулӑвӑн сӑлтавӗ район тӗкӗрӗн сумлӑ юбилейӗ пулчӗ — хаҫат 85 ҫул тултарчӗ. Аса илмелли, сỹтсе явмалли, тишкермелли чылай пулчӗ пухӑннисен.
Тӗрлӗ ҫулсенче тӗп редакторта тимленӗ Николай Павлович Барышниковпа Михаил Александрович Чемашкин, чылай ҫул хушши район хаҫатӗнче вӑй хунӑ Семен Егорович Ванюшин, Ираида Сергеевна Самылкина, Светлана Петровна Князькова асаилӳсен ҫӑмхине сỹтнӗ май салам сӑмахӗсене те каларӗҫ. Александр Петрович Трофимов, Геннадий Александрович Савельев, Светлана Вячеславовна Яруткина, Галина Вячеславовна Зотова, Валерий Константинович Романов, Анатолий Алексеевич Тихонов (Ӗмӗт), Матвей Семенович Кораков обществӑлла корреспондентсем те район хаҫатне вӑрӑм кун-ҫул сунса саламланӑ май малалла та райхаҫатпа туслӑ пулма шантарчӗҫ. Район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Алина Оринова район хаҫачӗн аталанӑвӗнче пухӑннисен тỹпи пысӑк пулнине каларӗ, пурне те Тав ҫырӑвӗсем тата парнесем парса чысларӗ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн хаҫачӗ «Пирӗн пурнӑҫ» 85 ҫул тултарнӑ.
1930-мӗш ҫулсенче вӑл «Коллективист» ятпа Етӗрнере тухса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн хаҫат ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Красночетаевец», «Путь Победы». «Пирӗн пурнӑҫ» ятпа 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен тухма пуҫланӑ.
Паян район хаҫачӗ — обществӑпа политика хаҫачӗ, чӑвашла эрнере икӗ хут тухса тӑрать. Хӑш чухне вырӑсла статьясем те курӑнкалаҫҫӗ. Алина Оринова 2004 ҫултанпа редактор пуканне йышӑнать.
Каларӑм чылай наградӑна тивӗҫнӗ. 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хаҫатра ӗҫлекен Альбина Замуткина корреспондентӑн «Ҫемье телейӗ — ачасенче» проекчӗ ҫӗнтернӗ.
Район хаҫачӗ Совет тапхӑрӗнче «Искра» колхозра нумай тиражлӑ «Хӗлхем» хаҫат кӑларса тӑнӑ Иван Вазяковпа ҫыхӑну тытать. Вӑл Мишеркассинчи вӑтам шкулта таврапӗлӳ музейне йӗркелесе тытса пырать.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа, Раҫҫейре Литература ҫулне, Чӑваш Республикинче Константин Васильевич Иванов ҫулталӑкне халалласа «Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн чӗремӗр юрлать» смотр-отчет пырать. Черетлӗ концерт-уяв Штанашра иртрӗ. Штанашри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи юрӑ-ташӑ ӑстисем пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.
Штанашри халӑх артистсене яланах хавас, концерт курма таврари ялсенчи ҫынсем те ятарласа килнӗ. Вӗсене валак умӗнче тӑракан Сетнерпе Нарспи сӑнарӗсем кӗтсе илчӗҫ. Залӑн сылтӑм енче ҫӗрпӳрт, кунта вӑрҫа хутшӑннӑ фронтовиксен сӑнӗсем, вӗсен мӑнукӗн мӑнукӗсен вӑрҫӑ темипе ӑсталанӑ самолет-танк-корабль макечӗсем. Кӗнеке тусӗсем «Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул» тата «К.В. Иванов ҫулталӑкӗ» кӗнекесен куравӗпе паллашма пултарчӗҫ, кунтах вырӑнти ҫыравҫӑн кӗнекисем. Хӑнасем вырӑнти алӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма пултарчӗҫ. Диана Майорова ӳкерме юратать, вӑл хӑй юратнӑ кӗнекери геройсене сӑнарланӑ. Вера Мажукова, Раиса Сидорова, Елизавета Никитина, Зоя Прокопьева, Светлана Ефремова тата Вера Парикова алӗҫ ӑстисем — вӗсен ӗҫӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ.
ПУШ | 31 |
Чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас, Чутай тӑрӑхӗнчи ҫамрӑкӗсен пултаруллӑхне ӳстерес тата пуянлатас тӗллевпе, пушӑн 30-мӗшӗнче районти культура керменӗнче «Чутай Нарспийӗ» конкурс иртрӗ. Ӑмӑртӑва К.В. Иванов ҫулне халаланӑ. Ку конкурса Чутайри Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ йӗркелерӗ.
Паллах, Хӗрлӗ Чутай районӗ пултаруллӑ хӗрсемпе пуян, анчах та пурте сцена ҫине тухса хӑйӗн матурлӑхӗпе сатурлӑхне кӑтартма хӑюллӑх ҫитереймест. Ҫапах та маттурисем тупӑнчӗҫ. Ҫак каҫ конкурса пилӗк чиперкке хутшӑнчӗ. Кашни хӑйне евӗрлӗ пултарулӑ, хастар та матур пулнине кӑтартрӗ. «Чутай Нарспи» конкурсра пурӗ тӑватӑ енӗпе ӑмӑртрӗҫ: «Хӑйӗнпе паллаштарни», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Ӑслӑлӑх конкурсӗ», «Чӑваш апатне хатӗрлесси».
Конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне тӳресем уйрӑмах тӑван чӗлхене лайӑх пӗлнине, чӑваш тумне ятуллӑ тӑхӑннине, сцена ҫинче хӑйне тытма пӗлнине шута илчӗҫ. «Нарсписене» хаклама Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Степановпа унӑн ҫумӗсем Алина Ярабаева, Александр Самсонов, ЧНКан Чутайри уйрӑмӗн ертӳҫи Юлия Мареева хутшӑнчӗҫ.
«Русфонд» ыркӑмӑллӑх фончӗ тата «Чӑваш Ен» ПТРК чирӗ ачасене пулӑшать. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Толя Чернов чӗре чирӗпе аптӑрать. Ӑна операци тумалла. Анчах ҫемьен укҫа ҫук. Ӑна ҫынсем пулӑшма пултараҫҫӗ. «5541» номер ҫине ДЕТИ сӑмах ҫырса СМС-ҫыру ҫеҫ ямалла.
Толя чирлӗ ача пек курӑнмасть. Выляма, чупма юратать. Анчах амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ача ун чухне шуралса каять, алли сивӗнет. Амӑше ывӑлне ун пек чухне пулӑшма тӑрӑшать. Толя «Хӗрлӗ калпак» юмаха чӑвашла вуласа панине питӗ килӗштерет.
Амӑшӗ яланах юнашар. Толя час-часах чирлет. Арҫын ача чӗрепе чирлине ҫуралсанах пӗлнӗ. Республикӑри клиника пульницин тухтӑрӗсем те ҫакна ҫирӗплетнӗ. Операци тумашкӑн тӑхтама ыйтнӑ. Чир хӑйех иртсе кайма пултарасса пӗлтернӗ. Анчах чир парӑнман.
Халӗ операцие пӗр тӑхтамасӑр тумалла. Ӑна патшалӑх укҫипе те тума пулать-ха, анчах черет кӗтмелле. Тольӑн вара вӑхӑт ҫук, тӑхтама юрамасть. Операци валли 213650 тенкӗ кирлӗ. 5541 номер ҫине СМС ямашкӑн 75 тен кӑна, анчах пус ҫумне пус хушсан укҫа пухӑнатех.
Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа районта фестиваль пырать. Тралькасси ял тӑрӑхӗнчи хастарсем ӗнер Штанашри шкулта ял халӑхне концертпа савӑнтарчӗҫ.
Ертӳҫи Ираида Горланова, баянисчӗ Штанашра ҫуралса ӳснӗ Николай Федорович Мемедейкин.Вӑл хӑйпе пӗрле вӗреннӗ тусӗсене аса илчӗ, пухӑннисене тӑван ялӗшӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ, ялсем хушшинчи туслӑха малашне татах та ытларах аталантарма чӗнсе каларӗ.
Николай Мемедейкин баянист ертсе пынипе хор «Ой туманы мои растуманы» тата «Салтак ҫырнӑ ҫырусем» юрӑсем шӑрантарчӗ. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ «Над окошком месяц», «Нонна» тата Николай Мемедейкинсем «Упра мӑшӑрна» юрӑсемпе чуна витерчӗҫ. Зинаида Чернова хӑйӗн вӑрҫӑран таврӑнайман ашшӗне аса илсе хӑйӗн сӑмаххисемпе «Кӗтрӗм» юрӑ хайланӑ, ӑна халӑх хапӑл йышӑнчӗ. В. Максимовпа В. Хромов тутар ташшине ташларӗҫ. «В землянке» композици те халӑх кӑмӑлне кайрӗ.
Тралькасси клубӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ Константин Иванов ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑри пӗр сыпӑкне сӑнарласа пачӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутайри ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи вулавӑшӗнче районта ҫуралса ӳснӗ тата ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Ӑна хатӗрленсе вулавӑш ӗҫченӗсем Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванова халалласа ку тӑрӑхран тухнӑ ҫыравҫӑсен тата Константин Ивановӑн кӗнекисен куравне йӗркеленӗ, «Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем» хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑсенчен ытларахӑшӗ районти тӗрлӗ ялтах пурӑнать, теприсем Шупашкарта тӗпленнӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасем тӗрлӗ ыйту сӳтсе яврӗҫ: ҫырма пултаракансене тупса палӑртасси, вӗсене малалла аталанма пулӑшасси; Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем ҫинчен кӗнеке кӑларасси; таврапӗлӳҫӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытасси; Хӗрлӗ Чутай район энциклопедине кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнса пулӑшасси.
Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулма ялсенчи библиотекарьсемпе Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Елена Чубайкина йӗркелесе ертсе пычӗ.
Ҫыравҫӑсене администрацин вӗренӳ пайне ертсе пыракан Татьяна Шереметьева, культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов саламларӗҫ, Литература ҫулталӑкӗнче пултарулӑхра татах та ытларах ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ачкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Иван Васильевич Индряков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа районти музейра ҫавра сӗтел иртрӗ. Хӑнасене музей директорӗ Елена Ивановна Чемалина тата кунти методист Валентина Ильинична Торейкина кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кунти паттӑрлӑх залне татах та пуянлатнӑ: кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, салтак ҫырнӑ ҫырусен, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ стендсем...
Индряков Иван Васильевич 1915 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ялти пуҫламӑш тата Чутайри вӑтам шкулсенче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Етӗрнери педагогика училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Унтан 1935 ҫулта пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн полк шкулне курсанта илнӗ. Ӑна пӗтерсен Иван Индряков 61 тупа артиллери полкӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Унтан каллех вӗренỹ — вӑл Мускав ҫар округӗн саппасри 20-мӗш артполкӗн курсанчӗ, каярахпа Кисанти артиллери училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |